Шӑматкун Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ лармана килчӗ.

    Комитет пайташӗ Антонина Андреева тусӗсене ҫӑм арлама вӗрентрӗ. Ал ӗҫне комитет пикисем хӑварт алла илчӗҫ. Ӗҫе кал-кал пыма юрӑ-ташӑ пулӑшрӗ. Каччисем те ют мар, комитет пайташӗсен мӑшӑрӗсем. Ташӑ ӑсти, комитет пайташӗ Надежда Васильева хӗрарӑмсене чӑваш ташшин хусканӑвӗсене вӗрентрӗ. Ӗҫленӗ май ҫитес ҫулхи ӗҫсене планлама та ӗлкӗрчӗҫ хастар хӗрарӑмсем. «Чӑваш халӑхӗ авалтан ӗҫленӗ ӗҫсене,…

Республикӑра «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» акци вĕçленчĕ.

2020-мĕш ҫултан пуçласа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А. Николаев Указӗпе килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чӑваш тӗррин кунӗ иртет. Тӗрӗ – чӑваш халӑхӗн наци мӑнаҫлӑхӗ.  Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев ҫырать: «Чӑвашпа эреш ӗмӗрсем хушши асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ: пӗтӗм ҫут тӗнчене сӳнми ҫутӑпа ялкӑшаҫҫӗ» Ҫак куна халаласа «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество перлешĕвĕ айккинче юлмарӗ.…