Кĕмĕл сасăллă юрăç Роза-Кĕлчечек
Чăваш наци вулавăшĕн „Мерчен” юрă-кĕвĕ тĕпелĕн хăни — тĕлĕнмелле пултаруллă та маттур, сăпайлă та ырă кăмăллă чăваш хĕрарăмĕ, кĕмĕл сасăллă юрăç Роза Степенова-Кĕлчечек пулчĕ. Çавра çулпа саламлама тата юратнӑ юрăçа пултарулӑхшӑн тав тума культурӑпа ӳнерте тӑрӑшакансем чылайăн ҫитрӗҫ. Уява килнисем Роза Степеанова шăрантаракан юрăсене итлесе киленчĕç. Çак юрăсене Кĕлчечек Белоруссинче, Эстонире, Бурятинче, Тюмень, Самар, Чĕмпĕр,…