Чăваш тĕрри — илемлĕх тĕнчи

    Чăваш наци конгресĕн сĕнĕвĕпе, шкул ертÿçин хушăвĕпе, воспитани центрĕ йĕркеленипе, вĕрентекенсем тăрăшнипе Красноармейски шкулĕнче Чăваш тĕррин кунне халалласа чăваш тĕррин эрни иртрĕ. Ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн, шкул ачисем (5-9 классем) Чăваш наци музейĕнче виртуаллă экскурсире пулса курчĕç. Музей ĕçченĕ Алина Иванова халиччен пухса йĕркелесе вырнаçтарнă экспонатсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ачасене экскурсовод чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи çи-пуçĕ…