„Тăван çĕр Çуначĕ, Чысĕ, Мухтавĕ“ ятарлă ярăм.

Кулленхи ĕçÿ тивлетлĕ сан! Ырă Çыннăмăр! Хаклă «Элĕк ачи!» Пирĕн нихçан та пуç усман профессор! Хисеплĕрен те хисеплĕ Владимир Александрович! Ăслăх тата вĕрентÿ ĕçченĕсем, тăван халăхăмăрăн чăн историйĕпе пархатарлă чĕлхин ахрăмне тепĕр хут ăнланса илсе, ăна тăван халăха тавăрса парас тĕллевпе шкулта, аслă шкулта, ăслăх учрежденийĕсенче çине тăрсах ĕçлесе пыраççĕ. Сахаллăн пулин те… Уйрăм пĕлÿсене…