Чӑваш тӗрри питех те илемлӗ-ҫке!
«Чӑваш тӗрри – чун-чěре илемě, кăмăл савăнăçě, анне ăшши, халăх пуянлӑхӗ…», — çапла каланине час-часах илтме пулать. Раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чăваш тěррин музейěнче «Чӑваш наци костюмӗн традицийӗсене сыхласа хӑварасси тата аталантарасси» ыйтупа «Паха тӗрӗ» фабрикӑн 98 ҫул тултарнине халалланӑ ҫавра сӗтелӗ иртрӗ. Ҫавра сӗтелӗн хисеплӗ хӑнисенчен пӗри – Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев. Вăл…