Президиумра Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесси пирки калаҫрӗҫ
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ.Тӗп ыйтусенчен пӗри- Мӑн Канаш ларӑвне йӗркелесе ирттересси пулчӗ. Конгресс президенчӗ Николай Угаслов кашни ҫул иртекен ларӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 15.00 сехетре пуҫтарӑнасси пирки сасӑлама ыйтрӗ. Президиум пайташӗсем кунпа килӗшсе алӑ ҫӗклерӗҫ.Анчах та Николай Федорович Коронавирус чирӗнчен сыхланмалли майсене те манса каймалла маррине каларӗ. Зал…