ЧĂВАШ НАЦИ МУЗЕЙĔ 100 ÇУЛТА!
ÇАК ЯТПА ЧĂВАШ НАЦИ КОНГРЕСĔН ПРЕЗИДЕНЧĔ НИКОЛАЙ УГАСЛОВ МУЗЕЙ ЕРТŸÇИНЕ ИРИНА МЕНЬШИКОВĂНА САЛАМЛАТЬ: Хисеплĕ Ирина Петровна! Сире, чăваш халăхĕн ылтăн «çÿпçи» управçисене, Наци музейĕ 100 çул тултарнă ятпа чĕререн саламлатпăр!Эсир ертсе пыракан музейра тăван халăхăн чăннипех те ахах-мерченĕ упранать.Музей ĕçченĕсем çак тупрана пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, перекетлĕн те тирпейлĕн сыхласа упраççĕ, халăх умне кăлараççĕ, çитес ăрусем валли…