Ӗҫлӗ тěлпулу

Кăрлач уйăхěн 11-мěшěнче Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев патěнче ӗҫлӗ тěлпулăва килнě хăнасем автономиллě Ханты-манси округӗнчи Нефтеюганск хулинче вырнаçнă вырӑнти общество организацийӗн чӑвашсен культурӑпа наци йӑли-йӗркисене аталантармалли «Телей» ушкăнăн ертÿçи П.Я. Алексеев тата ЧНК президиум пайташě, «Чӑваш ялӗ» комитет ертÿçи Э.К. Бахмисов пулчěç. Павел Алексеев «Телей» общество пěрлешěвěн Уставне регистраци тăвас пирки калаçрě. Валерий…

Чăваш халăх сайчě конгрес ěçне çутатнă

Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ. Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ — кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр…