Тӗрӗ тӗрлекенӗн Ылтӑн алли

Чӑваш Енри халӑх художество промысли ӑстин Любовь Степановна Вазюковăн сӑнӳкерчӗкě «Тӗрӗ тӗрлекенӗн Ылтӑн алли» интернет-сасӑлав пěтěмлетěвěпе килěшӳллěн межэтника журналистикин Гильдийěн пуҫарӑвӗпе иртекен «Хӑйне евӗрлӗ Раççей» ăмăртура чи лайӑххи пулса тӑчӗ. Çак чапа тухнă ӳкерчěк авторě – чăваш фотографӗ А.Н. Вражкин. «Чӑваш халӑхӗ хӑйне евӗрлӗ культурӑпа пуян, ҫавӑнпа республикӑна ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин сӑмах, ҫӗр…