Çамрăксен «Хастар» ушкăнěн пухăвě иртрě

Чăваш наци конгресěнче ěçлеме çамрăксен ушкăнне йěркелесе ярас шухăш питех те тěрěс пулнă-çке! Кăрлач уйăхěн 13-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çамрăксен «Хастар» ушкăнěн кăçалхи пěрремěш пухăвě иртрě. Малтанах ЧНК президенчě Валерий Клементьев калаçрě. Вăл 2022 çула халалланă «Паллӑ чӑвашсем – Раççейри наци пуянлӑхě тата мӑнаçлӑхě» проектпа тата кăçалхи çулăн ЧНК ěç планěпе килěшӳллěн мероприятисем йěркелемелли çинчен каларě,…