Санкт-Петербургра чӑвашсем паллӑ ентешсен ҫулталӑкне уҫнӑ

Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Санкт-Петербургри национальноҫсен Ҫурчěн Шурӑ залěнче паллӑ ентешсен Ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑн уҫнӑ. Уява уçаканě Валериан Гаврилов – Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи Чӑваш наци конгресӗн полномочиллӗ представителӗ. Ҫавăн пекех Санкт-Петербургпа Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен общество пӗрлешӗвӗсен Канашӗ: «Ленинград ҫӗрӗнче 2022 ҫула чӑваш поэтне, драматурга, композитора, дирижера, обществӑпа политика тата культура сферинчи йӗркелӳҫӗсенчен пӗрне, чӑваш драматургийӗпе професси…