ЫРĂ ЯЧĔ ĔМĔР ХАЛĂХРА
Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар хулин Богдан Хмельницкий урамĕнчи кив масарта, паллă çынсене пытарнă вырăнта, Петĕр Хусанкайăн вилтăпри умне чăваш интеллигенцийĕн пĕр ушкăнĕ пухăнчĕ. Хисеплĕ поэта чыслама, пуç тайма чăваш çыравçисем, Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем, гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем çитрĕç. Чыслава В. Степанов çыравçă йĕркелесе пычĕ. 2008 çултанпа вăл П.П. Хусанкай çуралнă кунĕнче поэта хисеплесе çак сăваплă…