Конгресăн информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен комитечĕн пухăвĕ иртрĕ

Хальхи вăхăтра ĕçе пурнăçлани кăна мар, ун çинчен халăха каласа пани питĕ кирлĕ. Çакна тăвакансем — хаçат-журнал, телевиденипе радио журналисчĕсем тата паллах, интернетри социаллă сетьсене хыпар-хăнар лартакансем.Чăваш наци конгресĕн тата Раççей регионĕсенчи чăваш автономийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те кал-кал пырать. Ăна çутатса тăрас енĕпе ЧНК-ра массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен (МИХ) комитет тăрăшать.Чăваш наци конгресĕн 2021 çулхи…