Саламлатпӑр

Хисеплěрен те хисеплě Николай Федорович! Сире, чăваш халăхěн пултаруллă та маттур ывăлне, çуралнăранпа 70 çул тулнă кунпа таса кăмăлтан, чун-чěререн ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, сывлăхăр çирěп пултăр. Килти хӑтлӑхпа ҫемье телейӗ чунăра ӑшӑтса хавхалантарччăр, мӗн шухӑшласа хуни пурнăçланса пытӑр, пур ӗмӗт те вырӑна килтӗр, ăнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану яланах Сирӗн туссем пулччӑр.…

Мухтава тивӗҫлӗ ентешӗмӗр 70 ҫул тултарчӗ

Паян, нарăсăн 8-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн пӗрремӗш вице — президенчĕ, «Тус» строительсен пӗрлешӗвӗн тĕп директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Федорович Угаслов 70 çул тултарчӗ. Нумай ачаллă çемьере пĕчĕкренех ашшĕсĕр тăрса юлса, ĕçченлĕхпе, хăй тăрăшнипе, хăйне кăна шанса, çынсемшĕн яваплăх илсе пурнӑҫра пысăк çитĕнÿсем тунă Николай Федорович. Хăйĕн ыркăмăллăхĕпе, укçи-тенкине шеллемесĕр мĕн чухлĕ пархатарлă ĕç…