Хамӑр паттӑрсемпе мухтанатпӑр
Нарăс уйăхěн 8-мӗшӗнче Питěрти национальноҫсен Ҫурчӗн Шурӑ залӗнче Чӑваш хӑна Пÿлěмě (Гостинăйě) уҫӑлчӗ. Ку вӑл Питěрти чӑваш наципе культура автономийӗн черетлӗ проекчӗ. Халě вара пирěн тăрăшуллă ентешсем çěнě «Хамӑр паттӑрсемпе мухтанатпӑр» проектпа ěçлеме пурнӑҫларěç. Пěрремěш ларăвěнче кăрлачпа нарăс уйăхěсенче çуралнă паллă ентешсене асăнчěç. Эпир те Питěрти чăвашсемпе пěрле тăван халăхăн хастар ачисене аса илер-ха. Петр…