Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ентешлӗх уявне ирттерес пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Уяв трактор тӑвакансен Культура керменӗнче иртмелле. Паллах, халӗ яваплӑ мероприятие хатӗрленмелли тапхӑр. Ларура уява еплерех йӗркелесси пирки хӗрӳ калаҫу пычӗ. Куравсем хатӗрлесси, пултарулӑх ушкӑнӗсене чӗнесси,  ытти регионсенчен хӑнасене йыхравласси, чи хастаррисене Хисеп хучӗсемпе чысласси тата ытти йӗркелӳ…