Вӑййа тухрӗҫ ҫамрӑксем

Чăваш наци конгресӗнчи ҫамрӑксен комитечӗн «ХАСТАР» ушкăнӗ  Чăваш Енӗн культура тава тивĕçлĕ ӗҫченӗ, сӑвӑҫ, драматург Петӗр Ялкир ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа «Вӑййа тухрӗҫ ҫамрӑксем» сӑвва вулать.

Наци юхăмěн тата ěç-хěлěн ертÿçисемпе Конгресри тěлпулу

Нарăс уйăхěн 18-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн президенчě В.Л. Клементьев ЧНК çурчěнче Конгресăн вырӑнти уйрӑмěсен председателӗсемпе семинар – канашлу ирттерчě. Ěçлě калаçăва ЧНК вице-президенчӗ, «ПСК «ВЯЗПА» тулли мар яваплӑхлă обществăн тӗп директорӗ П.Н. Вязов, ҫыравçă тата этнополитолог М.Н. Краснов, тěпчевçě тата «Чӑваш ялӗ» комитет председателӗ Э.К. Бахмисов, наци телерадиокомпанийӗн музыка редакторӗ тата «Хастар» ҫамрӑксен общество пěрлешěвěн…