Чăваш халăхěн паллă ывăлě Федор Иванович Мадуров пиртен ěмěрлěхех уйрăлса кайрě

2022 ҫулхи нарăс уйăхěн 19-мӗшӗнче чăваш халăхěн паллă ывăлě Федор Иванович Мадуров пиртен ěмěрлěхех уйрăлса кайрě. Ҫак пулăм чӑваш халӑхӗшӗн пысӑк ҫухату пулнине чунтан хурланса Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев тата Конгресăн пайташěсем пӗлтереҫҫӗ. Федор Иванович Мадуров 1941 çулхи ака уйăхěн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енěн Шӑмӑршӑ районӗнчи Баскак поселокӗнче чӑваш ҫемйинче ҫуралса ÿснě. И.Я. Яковлев…