Тěлпулăва Челябинск хулинчен килнě

Нарăс уйăхěн 22-мěшěнче Чăваш наци конгресěнче Челябинск хулинчен кӗске вӑхӑтлӑх канăва килнě Артемий Тельцов пулчě. Пěччен мар, мăшăрěпе тата ывăлӗпе. Вӑл Челябинскра темиҫе ҫул пурӑнать ӗнтӗ, унти чăвашсемпе хутшăнать. 2014 ҫултан пуҫласа Челябинск хулинчи чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗ пулса ӗҫлет. 2010 ҫулхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Челябинскра 7-8 пине яхӑн чӑваш пурăнать. Чӑваш наципе культура…