Ҫěнě Сăвар хулине никěслеççě

Илтекеннисем илтěр! Илтменнисене – калӑр. Нарăс уйăхěн 27-мěшěнче пирӗн вӑхӑтшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм пулě. Тутар Республикинчи Элкел районěнчи Сиктěрме-Хусанкай ялěнче Ҫěнě Сăвар хулине никěслеççě. Ҫак хыпара сÿтсе яврěç паян Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев тата тин çеç Хусантан таврăннă Конгресăн «Чӑваш ялӗ» комитечěн ертÿçи Э.К. Бахмисов. Тепěр хыпар – Эдуард Константинович Хусанта Тутар Республикин культура…