Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ентешлӗх уявне ирттерес пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Уяв трактор тӑвакансен Культура керменӗнче иртмелле. Паллах, халӗ яваплӑ мероприятие хатӗрленмелли тапхӑр. Ларура уява еплерех йӗркелесси пирки хӗрӳ калаҫу пычӗ. Куравсем хатӗрлесси, пултарулӑх ушкӑнӗсене чӗнесси,  ытти регионсенчен хӑнасене йыхравласси, чи хастаррисене Хисеп хучӗсемпе чысласси тата ытти йӗркелӳ…

Хамӑр паттӑрсемпе мухтанатпӑр

Нарăс уйăхěн 8-мӗшӗнче Питěрти национальноҫсен Ҫурчӗн Шурӑ залӗнче Чӑваш хӑна Пÿлěмě (Гостинăйě) уҫӑлчӗ. Ку вӑл Питěрти чӑваш наципе культура автономийӗн черетлӗ проекчӗ. Халě вара пирěн тăрăшуллă ентешсем çěнě «Хамӑр паттӑрсемпе мухтанатпӑр» проектпа ěçлеме пурнӑҫларěç. Пěрремěш ларăвěнче кăрлачпа нарăс уйăхěсенче çуралнă паллă ентешсене асăнчěç. Эпир те Питěрти чăвашсемпе пěрле тăван халăхăн хастар ачисене аса илер-ха. Петр…

«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс вěçленчě

Нарăс уйăхěн 9-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн конференци залӗнче Ҫамрӑксен ӗҫӗсен «Хастар» комитечӗн ушкăнě пуçтарăнчě. Сăлтавě питех те кăмăллă. Регионсем хушшинче иртекен чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс вěçленчě. Кунта чи пахи – Петр Петрович Хусанкай çырнă сăвăсене илемлě вуласси. Конкурсра 18 çул тултарман ачасем хутшăнчěç: ача-пăча…

Саламлатпӑр

Хисеплěрен те хисеплě Николай Федорович! Сире, чăваш халăхěн пултаруллă та маттур ывăлне, çуралнăранпа 70 çул тулнă кунпа таса кăмăлтан, чун-чěререн ăшшăн саламлатпăр! Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, сывлăхăр çирěп пултăр. Килти хӑтлӑхпа ҫемье телейӗ чунăра ӑшӑтса хавхалантарччăр, мӗн шухӑшласа хуни пурнăçланса пытӑр, пур ӗмӗт те вырӑна килтӗр, ăнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану яланах Сирӗн туссем пулччӑр.…

Мухтава тивӗҫлӗ ентешӗмӗр 70 ҫул тултарчӗ

Паян, нарăсăн 8-мĕшĕнче, Чăваш наци конгресĕн пӗрремӗш вице — президенчĕ, «Тус» строительсен пӗрлешӗвӗн тĕп директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Федорович Угаслов 70 çул тултарчӗ. Нумай ачаллă çемьере пĕчĕкренех ашшĕсĕр тăрса юлса, ĕçченлĕхпе, хăй тăрăшнипе, хăйне кăна шанса, çынсемшĕн яваплăх илсе пурнӑҫра пысăк çитĕнÿсем тунă Николай Федорович. Хăйĕн ыркăмăллăхĕпе, укçи-тенкине шеллемесĕр мĕн чухлĕ пархатарлă ĕç…

Пенза облаçěнчен килнě ěçлě тěлпулăва

Иртнě эрнекун Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев патне Пенза облаçěнчи Чӑваш нациллӗ—культура автономийӗн ертӳҫи Д.А. Щербаков ӗҫлӗ тěл пулăва килчě. Ěçтешсем ěç ыйтăвěсене сӳтсе яврěç тата Акатуй, ҫамрӑксен форумне мӗнле ирттересси çинчен калаçрěç. Денис Александрович Пензăри чăвашсен автономине 8 ҫул ертсе пырать. Аякран килнě хăна калаçура хăйěн ěçě-хěлěпе паллаштарчě. «Эпир – Пенза облаҫӗнчи чӑвашсем питӗ…

Пěрле ěçлени яланах ырă çимěçсем парать

«Ҫунана – ҫулла, урапана хӗлле хатӗрле», — тесе пирӗн мӑн асаттесем пур ӗҫе те малтанах планласа хатӗрленмелли çинчен каланă. Кирлӗ самантра ěçе пурнăçламалла-çке. Халăх йăли-йěрки те — пурнӑҫ ӑслӑлӑхӗ пире çавнах вӗрентет. Ҫапла майпа вӑхӑт та перекетлетпěр, хамăрăн пурнăçа та çăмăллататпăр пуль çав. Пулас мероприятисене малтанах хатӗрлесе хурсан тата чунра та лӑпкӑ. Çакна пирěн аннесемпе…