Чӑваш Енӗн паллӑ ентешӗсене халалланӑ Ҫулталӑк уҫӑлчӗ

Пуш уйăхěн 3-мěшěнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Енӗн паллӑ ентешӗсене халалланӑ Ҫулталӑка уҫрě республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Уявăн хисеплě хăнисенчен пěри – Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев. Пирӗн ентешӗмӗрсем, Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем, — пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх. Вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем вара – хӑйсен тӗллевне уҫҫӑн курса тӑни тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе суйласа илнӗ ҫулпа ҫирӗппӗн…