Хěрлě Чутай ентешлěхěн тěлпулăвě иртрě

Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Хěрлě Чутай ентешлěхěн тěлпулăвě иртрě. Ентешлěх канашěн ертÿçи В.М. Савинкин пěлтернě тăрăх, хěрлěчутайсен «Чавал» ентешлěхě хăйсен 25 çулхи юбилейне тата Чăваш Енри мухтавлă ентешсен Ҫулталăкне халалласа ака уйăхěн иккěмěшěнче филармонире уяв ирттерме калаçса татăлнă. Ҫак мероприятине хатěрлесе тěрлě ыйтусем сÿтсе яврěç хěрлěчутайсем. Петěр Ялкир ячěллě премине кама парассине тата тăкаксемпе çыхăннă ыйтусене…

«Хастар» ушкăнě черетлě ларăва пухăнчě

Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çамрăксен «Хастар» ушкăнě черетлě ларăва пухăнчě. Хастарсен ěçě-хěлě нумай иккен… ЗАГС уйрăмěсене чăн-чăваш ячěсемпе буклет туса валеçмеллине çирěплетрěç. Ҫамрăксен форумне ирттерессине, çак мероприятинче «Тăшман ури кунта ан пустăр» тата тепěр киноÿкерчěк кăтартассине асăнчěç. — Вěрентекенсем те хутшăнсан, çав тери аван пулěччě, — тесе палăртрě Алексей Енейкин. — Ҫак форум вăхăтěнче…

Анатолий Ильич Ухтиярова çуралнă кунпа саламлатпăр!

Хисеплě Анатолий Ильич! Сире çуралнă кунпа, çавра çулпа чěререн саламлатпăр! Эсир кирек-мěнле ěçре те хăвăра шанса панă ěçсене чыслăн, тивěçлěн, тěплěн пурнăçлатăр. Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, çемьере мăшăрпа, ывăл ачапа, пулас мăнуксемпе телей курса пурăнмалла пултăр. Пурнăçра чăваш юманě пек çирěп сывлăх, хур-кайăк çулě пек вăрăм кун-çул, иксěлми вăй-хăват паракан юрату, ырлăхпа тăнăçлăх, çителěклě…

«Халăх ывăлě» кинокартинăн премьери иртрě

Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш Республикинче иртекен паллӑ ентешсен Ҫулне халалланă «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмри Чăваш наци конгресěн 2013 – 2021 çулсенчи виҫҫӗмӗш президенчӗ Николай Федорович Угаслов çинчен «Чăвашкино» Патшалăх киностудийěнче «Халăх ывăлě» кинокартинăн премьери иртрě. «Чăвашкино» киностуди пайěн ертÿçи О.М. Цыпленков пěтěм чăвашсен V-мěш кинофестивале Шупашкарта ирттерме пулăшнăшăн Н.Ф. Угаслова Тав сăмахě каларě тата «Халăх ывăлě» кинокартинăн…