ТĔРĔÇĔСЕН ШКУЛĔ УÇĂЛНĂ
Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин ача-пăчапа çамрăкĕсен библиотекинче чăваш тĕррине юратакансен уявĕ иртнĕ. Тĕрĕ уявне Раççей Федерацийĕнче Халăхсен культура еткерлĕхне тата Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Уява Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕ тата ача-пăчапа çамрăкĕсен библиотеки йĕркеленĕ. Библиотекăна чăваш тĕррипе кăсăкланакансем, чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсемпе ачасем пухăннă. Уяв хăнисене «Сударушка»…