«Хастарсен» черетлĕ пухăвĕ иртрĕ

Паян Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи «Хастар» ушкăнăн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Ĕç вĕресе тăчĕ, питĕ тухăçлă ĕçлерĕмĕр. «Мухтавлă комдив» конкурс пĕтĕмлетĕвне турăмăр. 400 яхăн ĕç пăхса тухрăмăр. Акă мĕн савăнтарать. Хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни 2 çулта. Эппин, çак конкурса ача садĕнчи шăпăрлансенчен пуçласа аслă классенче ăс пухакансем таран явăçма пултарнă. Конкурсра палăрнисене тав хучĕсемпе(дипломсемпе) чыслăпăр. ЧНК çумĕнчи…