Чăваш наци конгресӗн 30 ҫулхи çавра уявě çывхарать

Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пěрлешěвěн президенчӗ В.Л. Клементьев ӗҫлӗ калаҫу ирттерчӗ. Ларăва хутшӑнакансем хушшинче таврапӗлӳҫӗ-тӗпчевҫӗ тата культурологи кандидачӗ Владимир Николаевич Алмантай, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Юрий Ювенальевич Ювенальев, ЧНК ӗҫтӑвком председателӗ тата культура комитечěн ертӳçин çумě Нина Васильевна Андреева, ЧНК президенчӗн пресс-секретарӗ Елизавета Никандровна Долгова пулчěç. Калаçу…

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетăн ларăвě иртрӗ

Чӑваш наци конгресӗн культура комитетăн ларăвě иртрӗ. Ӗҫтешсем кун йěркипе килěшӳллěн пӗрремӗш кварталта туса ирттернě ěçсене  пӗтӗмлетрӗç. Уйрăмах Регионсем хушшинчи VI «Асамат кӗпер ҫӗршывě – 2022» тата «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль – ăмăртусем çинчен калаçу хěрÿ иртрě. Тăван Ен тăванах – чунтан савăнсан куççулě те пылак, кули те савăкрах. Ака уйăхěнче ирттерме палăртнă ХХIII «Кӗмӗл сасӑ-2022» чӑваш…