Тĕнчери халăхсен хушшинчи «Чăваш Ене мухтаса» IV фестиваль-конкурс иртрĕ

Кăçал Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа республикӑра пысӑк пӗлтерӗшлӗ культура мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ литературăпа музыка хайлавĕсен «Чăваш Ене мухтаса» халăхсен хушшинчи конкурс-фестивале «Чӑваш енӗн мухтавлӑ ҫыннисем» проектпа килĕшӳллĕн тăваттăмĕш хут йӗркелерӗ. Проект авторĕ, тĕп йĕркелÿçи Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн председателĕ Вера Севастьяновна Архипова. Пĕрремĕш фестивале Аслӑ вӗрентекенӗмӗр И.Я.…