Чыс, мухтав сире, елчěксем
Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче паллă ентешсен Çулталăкне тата Елчěк районěн 95 çулне халалланă «Чыс, мухтав сире, елчěксем!» савăнăçлă уяв иртрě. Уява елчӗксем, Елчӗк тăрăхěнче ҫуралса ӳснӗ ентешсем тата йыхравланă хăнасем килнě. Залра пухӑннисене пурне те Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Елчӗк ентешлӗх ертӳçи Юрий…