Юханшыв пуçламǎшĕ-çǎлкуç, çемье пуçламǎшĕ — анне

Юханшыв пуçламǎшĕ-çǎлкуç, çемье пуçламǎшĕ — анне… Мĕнле тарǎн пĕлтерĕшлĕ сǎмахсем, вĕсенче çĕр çине çĕнĕ пурнǎç çуратакан хǎватлǎ хĕрарǎм-аннен сǎнарĕ, кил ǎшшине упракан ǎшпиллĕ те юратнǎ мǎшǎр, тǎван халǎхǎмǎрǎн ырǎ та пуян йǎли-йĕркине ламран-лама куçарса, упрама витĕм кӳрекен асамçǎ. Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет шǎпах ӳркенмен, вǎр-вар та хастар, пуçаруллǎ та çаврǎнǎçуллǎ хĕрарǎмсене пĕрлештерсе тǎрать.…