ЧНК массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен комитечĕ пĕлтерет
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫин ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа тӗл пулчӗ. Калаҫу ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Акатуй уявне ирттересси тата чӑваш алфавитне халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасси ҫинчен пычӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ…