Пěлтерÿ Хисеплě вулакан! Эпир пěлетпěр ěнтě, çак эрнере пирěн Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн яваплӑ мероприятисем пулса иртеççě. Ака уйăхěн 15-мěшěнче «Янра, чăваш чěлхи!» çамрăксен форумě Шупашкар районěнчи Кӗҫен Сӗнтӗр (Малый Сундырь) ялěнче пулать (10:00-14:00). Ака уйăхěн 16-мěшěнче Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-ăмăрту «Кěмěл сасă-2022» иртет. Ҫак юрă уявě Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăк куравçă театрĕнче…
Чěлхене упрани — халăх пуласлăхěн никěсě
Чăваш наци конгресěн çуртěнче ЧНК вěренÿ комитечěн пайташěсем «Чěлхене упрани — халăх пуласлăхěн никěсě» чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен регионсем шайěнчи конференцине йěркелесе ирттересси çинчен калаçу пычě. Конференцине ака уйăхěн 16-мěшěнче Шупашкар хулинчи И.Н. Ульянов ячěллě Чăваш патшалăх университечěнче ирттерме палăртнă. Ҫак пухăва ирттерме ЧНК вěренÿ комитечěн пайташěсем кашнинех, кам мěнле ыйтушăн яваплине, калаçса татăлчěç, çирěплетрěç.…
Манăçми ятсен çухалмě чапě
Манăçми ятсен çухалмě чап Мухтавлӑ ентешсен Ҫулталӑкне халалланӑ «Манăçми ятсен çухалмě чапě» регионсен шайěнчи вӑтам пӗлӳ паракан шкулсен, вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсен аслӑ класӗсенче вӗренекенсем хушшинче иртекен викторина вěçленчě. Ҫак викторинăна пěтěмпе 200 ытла ěç килнине палăртрě ЧНК вěренÿ комитечěн пайташě Г.Л. Никифоров. Вěсен йышăнче Чăваш Республикин шкулěсенче вěренекен ачасен тата Тутар, Пушкăрт, Чěмпěр тăрăхěнчен килнě…