Юрла,татах та юрла Трак ен шӑпчӑкӗ!
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Трак енри канупа культура керменӗнче Елена Энжей-Порфирьеван пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Чӑваш наци конгресӗн ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи ҫак кунсенче 30 ҫулхи юбилейне кӗтсе илчӗ. Уява пуҫтарӑннисем унӑн пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллашма пултарчӗҫ.Уяв программине юрӑҫӑн кун-ҫулӗн утӑмӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ:ҫуралнӑ кунӗ, ачалӑхри вӑхӑчӗ,шкул пурнӑҫӗ,сцена ҫинчи малтанхи утӑмӗсем,ҫемье пурнӑҫӗ… Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л.Клементьев Елена Порфирьевана…