Ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ

Паян, ака уйăхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкар тăрăхěнчи Кӗҫӗн Сěнтěр (Станьяль) ялěнче Чăваш наци конгресěн «Хастар» ҫамрӑксен форумӗ иртрě. Хастарсем хăйсен ертÿçипе Елена Порфирьевӑпа пěрле паян ирхине конгресс ҫурчӗ умӗнче пухăнса хутшӑнакансене шута илчěç те йěркеленсе çула тухса кайрěç. Пуху еплерех ěçлени çинчен ЧНК президиумěн пайташě Ирина Лампасова шăнкăравласа пěлтерчě: «Ҫамрăксен форумне хамăр республикăри тата регионти хěрсемпе…

Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě

Паян, ака уйăхěн 15-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев Раççей Федерацийěн тăрăхěсенчен килнě регионти шкулсенче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсемпе тěл пулчě. «Ҫавра сěтел» йěри-тавра Пушкăртстанпа Тутарстан тăрăхěнчен тата Ӗренпур, Самар, Чěмпěр облаҫӗсенчен килнě ěçтешсем пухăнчěç. Сăлтавě питех те сумлă. Кун йěркинче ыранхи «Чěлхене упрани – халăх пуласлăхěн никěсě» регионсем шайěнчи конференцинче пěтěм делегатсемпе пěрле чăваш…