Мӗн калӗ жюри?

Раççейри «Кěмěл сасă» фестиваль-конкурсăн 2022-мěш çулхи XXIII-мěш страницине çыратпăр… Паян, ака уйăхěн 16-мěшěнче, Раççей Федерацийěн регионěсенчен Шупашкар хулинчи Çеçпěл Мшши ячěллě чăваш çамрăксен театрěнче пухăнчěç кěвěленě сăмах юратакан çамрăксем. «Кěмěл сасă» юрă уявне Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев уçрě… Уяв. Тěрěс. Эпě йăнăшмарăм. Пахчара юрлакан шăпчăка итленě пек итлесе киллентěмěр сцена çинчен шăрантаракан юрăсене,…

«Кӗмӗл сасӑ» жеребьёвки иртрӗ

Чăваш наци конгресс çуртěнче «Кěмěл сасă-2022» чăваш юррин уявне хатěрленнě май çак фестиваль-ăмăртура хăйсен пултарулăхěпе паллаштарма хутшăнакан юрăçăсен  жеребьёвки иртрě. Ку кӑсӑклӑ та хумхануллă ěçе Чӑваш эстрада юррисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Федорова ертсе пычě. Пуху умěнче юрӑҫсене лӑплантарса тухса калаçрě: — Пирӗн пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн условийӗсем ырӑ — эпир, ытти музыка конкурсӗнчи пек, жанрсенче хытӑ рамӑсем…