«Кӗмӗл сасӑ» вӗҫленчӗ

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе, Чăваш Республикин Культура министерстви пулăшнипе мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чĕлхи Кунне халалланă «Кĕмĕл сасă-2022» эстрада юррисен пĕтĕм Раççейри 23-мĕш конкурс фестивалĕ ăнăçлă иртрě. Çак юрă уявě — чăвашлăх управçи, тĕрлĕ вырăнта пурăнакан пултаруллă çамрăксене пĕрлештерсе тăрать. Унăн тĕп тĕллевĕ — тăван культурăна, тăван чĕлхене упраса хăварасси, аталантарасси. Питěр, Чĕмпĕр, Пенза…