Нестер Янкас премийӗн лауреачӗсене чысларӗҫ
Ҫак кунсенче Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче Нестер Янкас премийĕн 2021 çулхи лауреачĕсене чысларĕç. Унта Нестер Янкас поэт ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхĕ лауреат ятне пама Чӑваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлӗх тӑратнӑ Степанов Александр Иванович (Пӑртта) артиста, драматурга тата сӑвӑҫа тӑван театрта 70 ытла сӑнар калӑплама пултарнӑшӑн, драматургире 12 пьеса ҫырса сцена ҫине кӑларнӑшӑн…