И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче
Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче пирěн республикăри Наци вулавӑшӗн скверӗнче чӑваш чӗлхи Кунне халалланӑ савăнăçлă митинг иртрӗ. Ҫак уява çулсеренех чăваш халăх ывăлě Иван Яковлев çуралнă кун паллă тăваççě. Кăçал И.Я. Яковлев 174 çул тултарнă пулěччě. Уява чăваш халăх артисчě Василий Павлов Иван Яковлевичăн «Чăваш халăхне панă халалěпе» уçрě. Шупашкарти Федор Павлов ячěллě музыка училищин «Янтал» фольклор…