Пултаруллисем!

Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕ, Чăваш Республикин тĕп хулин Шупашкарăн муниципаллă вĕрентĕвĕн «Мониторингпа вĕренӳ аталанăвĕн центрĕ» автономиллĕ учрежденийĕ ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкар хулин 40-мĕш шкулĕнче «2022 çулхи чи лайăх чăваш чĕлхи учителĕ» пĕрремĕш хут конкурс ирттерчĕç. Ăмăртăвăн тĕп тĕллевĕ чăваш чĕлхин аталанăвне упрасси, пултаруллă вĕрентекенсене тупса палăртасси, вĕсене хавхалантарасси тата чăваш чĕлхипе литератури учителĕн…