ЧНК массăллă информаци хатĕрĕсемпе ĕçлекен комитечĕ пĕлтерет

Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр  тӑрӑхӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫин ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа тӗл пулчӗ. Калаҫу ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Акатуй уявне ирттересси тата  чӑваш алфавитне халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасси ҫинчен пычӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ…

«Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет пӗлтерет

Чӑваш наци конгресӗн    ваш хӗрарӑмӗ» комитечӗ хӑйӗн мухтавлӑ ентешсен  Ҫулталӑкне халалланӑ ларӑвне Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра йӗркелесе ирттерчӗ. Никита Бичурин, Вера Кузьмина, Светлана Асаматпа Раиса Сарпи пултарулӑхӗсене тишкерчӗҫ ӗҫлӗ калаҫура. Лару Раиса Васильевӑн шӑрҫасемпе эрешсем тӑвас ӑсталӑх урокӗпе вӗҫленчӗ.

ЧНК вӗренӳ комитечӗн хыпарӗсем

Чмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткино шкулне ҫитсе килтӗмӗр. Унта вара «Старое и новое в ЕГЭ по русскому языку в 2022 году» темӑпа мастер-класс ирттертӗмӗр. Ҫитес эрнере — Тутарстанри Ҫӗпрел районне каятпӑр. Унта чӑваш чӗлхи вӗрентекен 17 учительпе тӗл пулатпӑр. Программа — пуян…

ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтерет

ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтерет   ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтеретКамсем-ши ку фотоӳкерчӗкре? Ӑҫтан-ши вӗсем? Кам тавҫӑрать? Кунта — ЧНК вӗренӳ комитечӗн ӗҫченӗсем тата ЧНК хастарӗсем. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш шкулӗнче пултӑмӑр, тӗлпулу ирттертӗмӗр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем, шкул ачисем пурӗ пилӗк шкултан пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Республики ҫинчен каласа кӑтартрӑмӑр, университета вӗренме килме йыхравларӑмӑр…

В. Чугаровӑн «Чӑваш чӗлхи» фильмӗ

Ака уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче Виктор Чугаров чӑваш чěлхи Кунне халалласа «Чăваш чěлхи» ятлă хăй ӳкернě документла фильм кăтартрě. «Кирек мӗнле чӗлхе те унпа усă курсан, калаçсан – пурӑнать. Тăван чěлхепе калаçакансем пур чухне пирӗн чӗлхен пуласлӑхӗ те пур…» — çак шухăша тěпе хурса ӳкернě иккен ăстаçă хăйěн картинине. Тăрăшуллă ентеше унӑн чӑваш чěлхине…