ҪӖНТЕРӲ КУНӖПЕ саламлани

Хисеплӗ ентешсем, хаклӑ ветерансем! Сире пурне те Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнипе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫулсем иртнӗҫем ҫак уявӑн пӗлтерӗшне, хакне хытӑрах ӑнланса пыратпӑр, ӑна тата та пысӑкрах тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫутӑ та лӑпкӑ тӳпене сыхласа хӑварассишӗн тӑрӑшса, вӑрҫӑра чылай терт курса асапланнӑ ветерансене тата Тӑван Ҫӗршыва сыхлакан ытти салтаксене пурне те чун-чӗререн тав…