«Музейсен каҫӗ» ҫывхарать

«2022 ҫулхи «Музейсен каҫӗ» ҫывхарать!» — пěлтерчěç паян Таллинри чăвашсем. Ҫу уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче Эстонири Таллин хулинчи чӑваш халӑх культурин Музейӗ «Музейсен каҫне» йыхравлать… Уяв асăннă кунсенче кашни каçах 18:00 сехетрен пуçласа 23:00 сехетчен пырать. Мěнле асамлă самантсем кěтеç-ши пире «Музейсен каçěсенче»? Елизавета Долгова

Ҫемье вулавӗ ӑнаҫлӑ иртрӗ

Ҫу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 18-мĕш лицейĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне тăвакан аслă Вĕрентÿçĕн Иван Яковлевăн ăс-хаклăлĕпе пултарулăх еткерне тишкерес, унăн хайлавĕсене палăртуллă вулас, ачасен пуплев культурине ÿстерес тĕллевпе «Ăслă кĕнеке çемьене çирĕплетме пулăшать» онлайн мелĕпе çемье вулавĕн конкурсĕ иртрĕ. Яковлев хайлавĕсене вулакансен пултарулăх ăмăртăвне хулан тĕрлĕ шкулĕсенче 1–8-мĕш класĕсенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ хастар хутшăнчĕç.…

Паллӑ ӑсчаха Н.В. Никольскийне халалланӑ митинг иртрӗ

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Купӑрля (Юрмекейкино) ялӗнче анлă тавракурăмлă ăсчаха, вун-вун тĕпчев ĕçĕн авторне, чăвашсен чи малтанхи профессионал фольклористне, этнографне, историкне, музыка тĕпчевçине, обществăпа политикăн паллă ĕҫченне Н.В. Никольскийне халалланӑ митинг иртрӗ… 144 ҫул каялла ҫак ялта чӑваш халӑхӗн чаплӑ ывӑлӗ — истори наукисен докторӗ тата пӗрремӗш чӑваш профессорӗ Николай Васильевич Никольский (19.05.1878 —…