Уяв утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулӗ

Сиктерме-Хусанкай ялӗнче утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртекен уява хатӗрленессин хӗрӳ тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗн ертӳҫипе Эдуард Бахмисовпа ЧНК культура комитечӗн ертӳҫи Вера Архипова тата Халӑх промыслисен ӑстисен ассоциацийӗн председателӗ Зинаида Воронова Сиктермене ҫитсе Иван Казаковпа пӗрле уявӑн пултарулӑх лапамӗсене палӑртрӗҫ: ӑҫта вӑйӑ юррисене карталанса юрламаллине те, хӑш тӗлте…