Туслӑх кӑшӑлӗ

Паян ЧНК Трак енри уйрӑмӗн ӗҫ йӗркипе килӗшӳллӗн «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ, — хыпарлать Зинаида Михайлова, ЧНК вырӑнти ертӳҫи. — Красноармейски муниципалитет округӗн Кану ҫурчӗсен ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ. Шкулсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем ача-пӑча вӑййисене выляса кӑтартрӗҫ. Уяв ачасемпе аслисем вӑйӑ картине тӑрса юрланипе вӗҫленчӗ.

ЧНК культура комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ

Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧНК культура комитечӗ пухӑва пуҫтарӑнчӗ. Ыйтӑвӗсем питех те ҫивӗч: Тутар Республикинчи Сиктермере чӑвашсен «Уявне» тата «Акатуйне» ирттересси пирки. Малтанах «Уяв» сценарине, уйрӑмах унӑн прологне («Уява» пуҫласа ярас йӗркине), пӑхса тухрӗҫ. Чӑваш Республикинчен вӑйӑ карти валли фольклор ушкӑнӗсене йыхравларӗҫ. Вӑйӑ картинче хутшӑнма пурӗ 1000 (пӗр пин) ҫын пирӗн республикӑран Сиктерме-Хусанкай ялне кайма хатӗрленни…