«Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ
Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Трак енри уйрăмĕн ĕç йĕркипе килĕшÿллĕн Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа Красноармейски салин Культура ҫуртӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» вӑйӑ-юрӑ уявӗ иртрӗ. Унта муниципалитет округӗнчи шкулсенче вӗрентекенсемпе вӗренекенсем тата кану ҫурчӗсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Уява Культура çурчĕн ĕçченĕ Надежда Филиппова уçрĕ. Вăл Николай Никоноров шăпăрпа каланă çепĕç кĕвĕ янăравĕпе пухăннисене Упи…