Ачасен пуласлӑхӗ — аслисен аллинче

Шǎпах çак тема тавра калçрĕç те пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун Çĕмĕрле муниципалла округĕнчи Якуртушкǎнь ялĕнчи культура çуртĕнче иртнĕ çавра сĕтеле хутшǎнакансем. Ǎна Чǎваш наци конгресĕн «Чǎваш хĕрарǎмĕ» комитет пуçарǎвĕпе Çĕмĕрле муниципаллǎ округĕнчи ЧНК уйрǎмĕн витĕмĕпе йĕркелесе ирттертĕмĕр. Чǎваш наци конгресĕ ачасене пĕчĕкрен тǎван чĕлхене юратма, йǎла-йĕркене асра тытма, аслисене хисеплеме вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕрен конкурс-фестивальсем…