Муркаш районӗнче Акатуй иртрӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Муркаш районӗнче «Акатуй» иртрӗ. Чӑваш наци конгресӗн Муркаш тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Наталья Николаева уявӑн саманчӗсене сӑнӳкерчӗксенче уҫса кӑтартать. Елизавета Долгова

Чӑваш кӗнеки кунӗ иртрӗ

ЧĂВАШ КĔНЕКИ КУНĔ ИРТРĔ Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче чăваш кĕнеки кунĕ иртрĕ. Чăваш кĕнекине чыслакан уява пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче пуçласа ирттертĕмĕр. Чăваш кĕнеки кунне 1769 çулта чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики пичетленсе тухнине халалланă. Ученăйсем ку тĕпчев ĕçĕ Питĕрте Наукăсен академийĕн типографийĕнче 1769 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕсем тĕлнелле пичетленсе тухнă теççĕ. Виталий Родионов…