Х Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» наци уявӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Амазони паркӗнче Х Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» наци уявне Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев уҫрӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев икӗ пысӑк уявпа — Республика Кунӗпе тата Акатуйпа сцена çинчен саламларě. Ҫак кун чӑваш халӑхӗн тараватлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ тата ӗҫченлӗхӗ уҫҫӑнах палӑрнине палăртрě. Чăваш Патшалӑх Канашěн председателě Леонид Черкесов, Чăваш патшалăх Думин депутачě Анатолий Аксаков ӑшӑ…

Ҫӗнӗ Шупашкарта — Акатуй

ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА – АКАТУЙ Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш шкул стадионĕнче Акатуй кĕрлесе иртрĕ. Çĕнĕ Шупашкарсем çурхи тата çуллахи уява Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалларĕç. Вăйă лапамне шкул çывăхĕнче пурăнакан хула халăхĕ, ачасемпе çамрăксем, учительсем, конгресс пайташĕсем пухăнчĕç. Уявăн тĕп тĕшшийĕ чăвашсен чи авалхи уяв, ака-суха ĕçĕпе çыхăннă Акатуй пĕлтерĕшĕпе паллаштарасси, унăн…