Аваллӑха упраса, малашлӑха ӗненсе
Шупашкар хулинче иртнě Ака туйěн каçě ырă та лăпкă килчě. ЧНК çурчě умěнчи лаптăкра Чăваш наци конгресěн культура комитечě йěркеленě «Аваллăха упраса, малашлăха ěненсе» проектпа килěшÿллěн «Айтăр, вăййа тухар-и?» юрă-ташă фестивалě иртрě. Вăйă картинче «Авăт, куккук, хытăрах», «Ҫěмěрт çеçки çурăлать», «Илемлě, илемлě», «Ҫерем ватса вир акрăм», «Хурăн çулçи çурăлсан» юрăсем янăрарěç. Фестиваль иртсен чăваш эстрада…