Паллӑ пулма тивӗҫлӗ

Ҫĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Чăваш Республикинчи мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалланă шкул ачисемпе çамрăксен республика шайĕнчи «Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференци иртрĕ. Ăслăлăх конференцине Чăваш наци конгресĕн çамрăкĕсен «Хастар» комитечĕ тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕ йĕркелерĕç. «Паллă пулма тивĕçлĕ» наукăпа практика конференцин тĕп тĕллевĕсем Чăваш халăхне, пирĕн республикăна…