Чӑваш тумӗпе чӑвашла калаҫма, юрлама, ташлама кӗтетпӗр
Ҫěртме уйăхěн 24-мěшěнче, эрнекун, Шупашкарти Амазони паркӗнче Х Пěтěм чăвашсен наци уявě «Акатуй» пуçланать. 9 сехет те 30 минутра Чӑваш Енри ялсемпе хуласен картишěсем ӗҫлеме пуçлаççě. 10 сехетрен 12 сехетчен Раҫҫей регионӗсемпе ют ҫӗршывсенчен килнě чӑваш наципе культура пěрлешěвěсен пайташěсем ентешсен Форумне «Чӑваш наци культурипе чӗлхине сыхласа хӑварас енӗпе чӑваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен Чи лайӑх практикисем» ыйтупа семинар-канашлăва хутшăнаççě.…